Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пулмарӗ ял кулли Макар Хури

Ытарайми илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ Куславкка районӗнчи Паланкасси. Кил-ҫурчӗсем — йывӑҫсем айӗнче. Урамӗсем — ем-ешӗл ҫеремлӗ. Ҫур утрав евӗр ҫавра сӑрт ҫумӗпе Энӗш шывӗ юхса иртет. Пилӗк-улт ҫухрӑмри Атӑлта ирхи тӗтре ҫӗкленсен унӑн хӳри пӗчӗкҫӗ яла та хӑй ытамне илет. Хӗвел курӑнсанах вара пӗтӗм сад пахчинчи йывӑҫ-курӑк ҫинчи сывлӑм ахахӑн-мерченӗн ҫиҫет...

Ҫак ялта 1913 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче чухӑн хресчен кил-йышӗнче пирӗн юратнӑ атте Макар Хури (Макар Гордеевич Ильин) ҫуралнӑ. Туслӑ ҫемье ҫӗр урайлӑ пӗчӗкҫӗ пӳртре пурӑннӑ. Сивӗ хӗл ларсан, куршӗсемпе пӗрлешсе, пӗр кӑмака хутса апат пӗҫернӗ, пӗрле выртса тӑнӑ. Ҫапла хамӑр ялти Петр Корнилович Корниловсен ҫемйипе тӑванлашсах кайрӑмӑр. Пурӑна киле вӗсен Анна ятлӑ хӗрӗ пирӗн пӗр тӑван виҫӗ хӗр ачан хреснамӑшӗ пулса тӑчӗ.

Атте сакӑр ҫулта чухнех тӑлӑха юлнӑ. Пӗчӗклех хамӑр тӑрӑхри кулаксем патӗнче тара кӗрешсе ӗҫленӗ, ялсем тӑрӑх ыйткаласа ҫӳренӗ, кӗтӳ кӗтнӗ. Ача чух хӑй чӑтса-тӳссе ирттернӗ йывӑр кунсем ҫинчен поэт каярахпа «Ҫӑкӑр» поэмӑра питӗ уҫӑмлӑ каласа кӑтартнӑ.

— Турӑ ячӗпе ыйтатӑп,

Хӗрхенсемӗр, ыр ҫынсем.

Ҫӑкӑр парӑрччӗ пӗр татӑк -

Виҫӗ кун пӗртте ҫимен.

 

Ҫӗр киле кӗрсе тухсан та —

Ман хутаҫӑм пуш-пушах.

Тарӑхса вара шутлатӑп:

«Тен, Турри ҫапла хушать».

Кӗтӳ кӗтнӗ чухнех вӑл вӗрене шӑхличпе кӗвӗсем ӗнӗрленӗ, хӑй сӑмахӗсемпе хайланӑ юрӑсем юрланӑ. Ҫамрӑк ача мӗнле те пулин хутла вӗренме ӗмӗтленнӗ. Чӑн та, 1925 ҫулта атте Шупашкарта коммуна шкулӗнче вӗренме тытӑнать. 1931 ҫулта Шупашкарти педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ, темиҫе ҫул хушши Куславкка районӗнчи шкулсенче учительте ӗҫленӗ. Ҫук, ял кулли пулман Макар Хури! Ҫирӗм иккӗре авланнӑ, Шӑнчасри ҫырла пек илемлӗ Анфиса Николаевнӑпа мӑшӑрланнӑ. 1941 ҫултанпа Шупашкарта хаҫат-журнал редакцийӗнче тата Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ.

Атте, ҫемьере виҫӗ ача ҫитӗннине пӑхмасӑр, хӗрӗх пиллӗкре Мускаври СССР Писателӗсен союзӗ ҫумӗнчи А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнчен вӗренсе тухма пултарнӑ. Ку — паттӑрлӑх! Мӗн тери ӑшӑ ҫырусем ҫырнӑ вӑл. Яланах пирӗн сывлӑхпа, пирӗн ҫитӗнӳсемпе кӑсӑкланнӑ. Эпир янӑ ҫырусенче йӑнӑшсем тупсан — питӗ куляннӑ. Атте пире хытӑ юратнӑ.

Институтра вӗреннӗ чухне вӑл, тӗрлӗ майсем тупса, пире, ачасене, чӑн-чӑн илем кӑтартма Мускава илсе ҫӳренӗ. Ҫакӑн ҫинчен атте «Шурӑм пуҫ» сӑвӑра лайӑх ҫырса кӑтартнӑ.

— Пӑхсам, атте — тет пӗчӗк хӗрӗм манӑн, —

Халь ҫеҫ каҫ пулчӗ.

Анчах та мал енче

Хӗвел тухать,

Тул ҫутӑлма пуҫланӑ,

Кунта, чӑнах-мӗн, урӑхла тӗнче.

 

Пӑхатӑп та вӑл кӑтартан енне,

Мускав енче

Куратӑп шурӑм пуҫӗ,

Халех хӗвел васкать-шим тӳпене?

Тӳпе таса,

Ҫап-ҫутӑ, янкӑр уҫӑ.

 

— Чӑнах та, ир ҫути ку, хӗрӗм, — тетӗп.

— Кун пек ирсем эп ача чух пулман.

Кун пек ире ытти ҫӗршывсенче те

Ӗмӗтленеҫҫӗ хӑвӑртрах курма.

Шупашкарта пирӗн пӳрт Атӑл хӗрринче ларатчӗ. Хӑнасем йышлӑн пырса ҫӳретчӗҫ. Анне тутлӑ кукӑльсем пӗҫерме ӑстаччӗ.

Тепӗр чух аттепе анне пӳрт умӗнче кӑвайт чӗртсе каҫхи апат пӗҫеретчӗҫ. Атӑл хӗрринчи ҫутӑ ҫине ҫын нумай пухӑнатчӗ. Пӗр каҫхине ҫамрӑк йӗкӗт пирӗн пата суккӑр арҫынна ҫавӑтса пычӗ. Атте хӑй шкулта вӗрентнӗ Ҫатрак ҫыннине Илья Савирова ниепле те палласа илеймерӗ. Ана фронтра веҫех сӑнсӑрлатса пӗтернӗ-мӗн. Ҫакӑн ҫинчен атте «Пурнӑҫ ҫынни» сӑввинче ҫырса кӑтартнӑччӗ.

«Кала-ха, мӗнле пурӑнатӑн,

Мӗнле ӗҫ тума пултаран?»

«Пӗлетӗп ҫырма, вулама та,

Ӗҫлетӗп вӑй ҫитнӗ таран.

 

Анчах шӑтарса эп ҫыратӑп,

Алра перо мар халь — пӑта.

Пӳрне вӗҫӗпе халь вулатӑп.

Ҫапах та ӗҫлетӗп шкулта...»

Атте ялан телейлӗ пурнӑҫ ҫинчен ӗмӗтленнӗ. Хӗрӗсене хутла вӗрентесшӗн хыпса ҫунатчӗ. Эпир ӑна итлерӗмӗр, вӗрентӗмӗр. Эпӗ Глазов хулинчи педагогика институтӗнче пӗлӳ илтӗм.

Унӑн юлташӗсем мӗн чухлӗччӗ! Александр Алга, Василий Алагер, Валентин Урдаш, Николай Ильбек, Николай Евстафьев пирӗн килтен тухма пӗлместчӗҫ. Анне вӗсене тӗрлӗ курӑкран чей вӗретсе ӗҫтеретчӗ.

Хӑй аллӑ ҫул тултарнӑ тӗле вӑл Кадыков ҫинчен пысӑк поэма ҫырса пӗтересшӗнччӗ. Шел, унӑн ырӑ чӗри вӑхӑтсӑр тапма чарӑннӑ. Кӑҫал вӑл тӑхӑрвун пиллӗкре пулмаллаччӗ.

Макар Хурин аслӑ хӗрӗ Идея Кислица каласа панине Герман Желтухин ҫырса илнӗ
«Тӑван Атӑл», 2008, 1№


 
Категорисем: Макар Хури
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-02-28 19:41:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4827 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем